Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Раҫҫей кубокӗ

Спорт

Паян, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Челепи облаҫӗнче слоуп-стайл енӗпе «Раҫҫей Кубокӗн» финалӗ пулнӑ. Палӑртма кӑмӑлла: унта пирӗн ентеш мала тухнӑ.

ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсен турнирӗнче Дмитрий Мулендеев ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл тупӑшӑвӑн тӑватӑ тапхӑрӗнче вӑй виҫнӗ, вӗсенче Дмитрий виҫӗ ылтӑн медале тата «Раҫҫей Кубокӗ – 2019» ята тивӗҫнӗ.

Хӗрарамсен ушкӑнӗнче слоуп-стайл енӗпе Лана Прусакова вара кӗмӗл медаль илнӗ. Вӑл Раҫҫей Кубокӗн малтанхи тапхӑрӗсене хутшӑнман, мӗншӗн тесен фристайл енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне хатшӑнма хатӗрленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55903
 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче Жуково хулинчи «Метеор» спорткомплексра иртнӗ. Унта Раҫҫейри чи вӑйла спортсменсем тупӑшнӑ.

ЧР Спорт министерствин сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн Анжелика Сидорова шӑчӑпа 4,65 метр ҫӳллӗшне сикнӗ. Ҫапла майпа вӑл пьедесталӑн ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Анжеликӑн лӑпланса ларма вӑхӑт ҫук. Вӑл халӗ Европа чемпионатне хутшӑнма хатӗрленет. Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 7-12-мӗшӗсенче Германири Берлин хулинче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51137
 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменӗ Дмитрий Мулендеев фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокӗнчи тапхӑрта ҫӗнтернӗ. Ӑмӑрту иртнӗ эрнере Челепи облаҫӗнчи Миассе хулинче иртнӗ.

Тупӑшу хӗрӳ пулнӑ. Унта пӗтӗмпе Раҫҫейри 60 спортсмен хутшӑннӑ. Дмитрий Мулендеев – Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Вӑл республикӑри Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

Дима ӑмӑртура слоуп-стайл дисциплинӑра 91,8 очко пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускав хулинчи Олег Гуч йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Краснодар крайӗнчи Денис Некрасов тивӗҫнӗ.

 

Спорт

Шупашкарта пулӑ тытма юратакансем вӑй виҫӗҫ. Республикӑн тӗп хулинче ку енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ. Ӑна ЧР Спорт министерстви тата Раҫҫейри пулӑ тытакансен спорт федерацийӗ йӗркелӗ.

Ӑмӑрту ҫурла уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑна Атӑл хӗрринче йӗркелӗҫ. Унта Раҫҫейри регионсенчен командӑсем хутшӑнӗҫ. Ушкӑнра 8 ҫын таран пулӗ.

Пирӗн республика чысне икӗ команда хӳтӗлӗ. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче официаллӑ тренировка пулӗ. Тепӗр кунхине – 1-мӗш тур, ҫурлан 20-мӗшӗнче – 2-мӗш тур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43415
 

Спорт

Чӑваш Ен спортсменӗ Никита Линник чӑннипех те маттур! Вӑл куҫ курманнисен хушшинче дзюдо енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче палӑрнӑ.

Ӑмӑртӑва Раҫҫейри 36 регионти 100-е яхӑн спортсмен килнӗ. Пирӗн Никита 100 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Орлова та палӑртмалла. Вӑл 90 килограмм тайман арҫынсен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Дмитрий ку йышра чи вӑйлӑ пилӗк спортсмен ушкӑнне кӗнӗ.

Сӑмах май, Никита Линник пӗлтӗр Раҫҫей чемпионатӗнче пӗрремӗш хутчен пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Хальхинче те вӑл ҫак медальпе савӑнтарнӑ.

 

Спорт

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӗлепи облаҫӗнчи Миассе хулинче слоуп-стайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш Лана Прусакова унта лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.

Хӗрарӑмсен турнирӗнче пирӗн ентеш 80,4 балл пухса пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускаври Анастасия Таталина тивӗҫнӗ. Пӑхӑр медале вара Анасасия Сибиченкова илнӗ.

Ҫакна та палӑртмалла: Лана Прусакова Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче те чи нумай балл пухнӑ. Паян Миассере татах слоуп-стайл енӗпе ӑмӑрту иртнӗ.

 

Спорт

Челепи облаҫӗнче слоупстайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш унта ҫӗнтернине пӗлтерме питӗ кӑмӑллӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Лана Прусакова хӗрсен йышӗнче мала тухнӑ. Унӑн тренерӗ — республикӑри 2-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлекен Никита Васильев.

Тепӗр ентеш Дмитрий Мулендеев пӗрремӗш тапхӑрта иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш тапхӑрта — виҫҫӗмӗш вырӑн. Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев 2018 ҫулта Кӑнтӑр Корейӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнма пултарӗҫ. Сӑмах май, Лана пӗлтӗр Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть